velikol.ru
1


Степан Максимовпа Федор Павлов – чăвашсен пирвайхи композиторĕсем -

  • Ĕçе пурнăçлаканĕ

  • Аччари вăтам шкулти

  • 7-мĕш класра вĕренекен Иванов Михаил


Степан Максимовпа Федор Павлов çуралнăранпа 120 çул



Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ чăваш культурин ĕçченĕсене пăхса ÿстернĕ, çунатлантарнă. Ф.Павловпа С.Максимов шкулта пĕр класрах вĕреннĕ.



Максимов Степан Максимович (30.10.1892-26.08.1951)



Ман çĕр-шыв – çĕр-пин юрă çĕр-шывĕ



Кĕмĕл çĕрĕ çыруллă, Тăхнăр çыру пĕтиччен. Эпир юрланă юррине Аснăр асран кайиччен.



Мĕншĕн юрламастăр , тăвансемĕр. Сирĕн юрлассăра кам пĕлмест? Йăпатăр-ха япшар чĕлхĕрсемпе, Йĕс шăнкрав сассăр илтĕнтĕр.

  • Музыка фольклорĕн чаплă пуянлăхне палăртакан чи паллă кĕнеки – «Тури чăвашсен юррисем»



Юрла, тăван, юрла…

  • Хорпа тата пĕччен юрлама илемлетнисем халăхра уйрăмах анлăн сарăлнă, халĕ те концертсенче янраççĕ.Акă вĕсем: «Алран кайми» , « Вĕç,вĕç куккук», «Ан авăн, шĕшкĕ», « Юри кайрăм вăрмана» тата ыттисем те.



Павлов Федор Павлович (25.09.1892-02.06.1931)

  • Чăваш республикин Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелте çуралнă. Тăван ялĕнче, Иккасинче, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тата духовнăй семинарире, Хусанти археологи, истори тата этнографи институтĕнче, Ленинградри консерваторин композици уйрăмĕнче вĕреннĕ.



Чăваш халăх хорне йĕркеленĕ, ертсе пынă



Федор Павлов- чăваш симфони музыкине пуçараканĕ. «Сăрнайпа палнай» балет фантазине çыраканĕ. Вăл илемлетнĕ «Линкка-линкка», « Йĕс таканлă», « Пирĕн урам анаталла», «Тăрна» юрăсем чăваш хор музыкине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕç.



Степан Максимов та, Федор Павлов та музыка кадрĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе пархатарлă ĕçленĕ.



  • Пуян эткершĕн

  • композиторсене пысăк

  • тав!